Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын артиллери снарячӗ тупнӑ. Вырӑна взрывотехниксем килсе ӑна тӗрӗсленӗ. Снаряда ОМОН ӗҫченӗсем ҫак районтах тӗп тунӑ.
Тӗрӗслесен ҫакӑ паллӑ пулнӑ: 125-миллиметрлӑ снаряд танк туппин пулнӑ. Ӑна 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче туса кӑларнӑ.
Ҫар припасне сирпӗнесрен хӳтӗлекен контейнерта Росгвардин пемелли ҫар вырӑнне илсе тухнӑ, ӑна хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнса тӗп тунӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 21 сехетре Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑк ялӗнче пушар пулнӑ. Юрать-ха, унта никам та вилмен. Ҫурт, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Кил хуҫисем сывах. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чантӑр ялӗнче те, «Тихая слобода» коттедж поселокӗнче, пушар алхаснӑ. Май урамӗнче мунча ҫуннӑ. Ҫулӑм ҫывӑхра ларакан ҫурт ҫине те куҫма пултарнӑ. Пӳрте ҫулӑмран сыхласа хӑварма пултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1220 пушар пулнӑ. Вӗсенче 64 ҫын вилнӗ, 52 ҫын суранланнӑ. Пушарсенчен 127 ҫынна ҫӑлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Мари Элта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче подряд килӗшӗвӗпе вӑрман каснӑ чухне вӑл 39 ҫулти арҫынна ӗҫлеттернӗ. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, йывӑҫсенчен пӗри рабочи ҫине персе аннӑ. Вӑйпитти сылтӑм пӗҫҫине хуҫса пӑрахнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫре хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑннӑ пулсан апла инкек пулмастчӗ.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ кунлӑх сасӑлав тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Сасӑлав правипе усӑ курас кӑмӑллисем унта ирхи 8 сехет хыҫҫӑн суйлава хутшӑнма пултарӗҫ. Суйлав участокӗсем ҫынсене йышӑнма хатӗр. Вӗсем пирӗн республикӑра пурӗ 1108 шутланаҫҫӗ.
Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче РФ Патшалӑх Думин саккӑрмӗш созыври депутачӗсене, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созыври депутачӗсене, хӑш-пӗр муниципалитетра Депутатсен вырӑнти пухӑвӗсене депутатсене суйлама май пулӗ. Красноармейски тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсенче Депутатсен пухӑвӗсен пӗрремӗш созывне депутатсене суйлӗҫ.
Республикӑн правительство комиссийӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем 2020 ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ май тухӑҫлӑ тӑрӑшнисене ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫак ушкӑна Шупашкар хули, Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсем лекнӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тта пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ.
Муниципалитетсене вунӑ енпе хакланӑ: вырӑнти хыснан налук тата налук мар тупӑшӗсене, тӗп капитала инвестици хывнине, пӗчӗк усламҫӑсен йышне т.ыт.те кура.
Ҫӗнтерӳҫӗ районсемпе хуласене хавхалантарма республика хыснинче 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗпе хулине Чулхула облаҫӗпе кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Кунта сӑмах кӳршӗллӗ ҫав регионти Пильна районӗнчи Карачары ялӗ патӗнчи вырӑн пирки пырать. Кӗпере хальлӗхе вӑхӑтлӑха тунӑ-ха.
Ҫӗнӗ хыпара Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ объекта каярах яланлӑх туса лартӗҫ. Ҫав кӗпер Мускава Хусанпа ҫыхӑнтаракан «М-12» автобанӑн пӗр пӗчӗк сыппи пулӗ.
Валерий Шигашев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпер тунӑ илемлӗ вырӑнта маларах пулӑҫсем ҫеҫ ларнӑ. Ӳлӗмрен унтан регион тата федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул иртӗ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пурнӑҫӗ тата район экономики епле улшӑнассине, Валерий Шигашев калашле, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле районӗнче инек пулнӑ. 1985 ҫулта ҫуралнӑ арҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын юхӑнса ларакан сысна комплексне пӑхма кайнӑ. Ҫавӑнта ҫӳренӗ чухне ун ҫине кирпӗчсем йӑтӑнса аннӑ, вӑл айне пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче реанимацире унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав арҫын, 36 ҫултискер, Шупашкарта пурӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 14 сехет те 20 минутра Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул ҫинче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ачасем шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 31 ҫулти хӗрарӑм транспорта итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Машинӑра виҫӗ ача пулнӑ: 2-ри хӗрача, 5-ри тата 6 ҫулти арҫын ачасем. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ачасем хыҫалта ятарлӑ креслӑсӑрах ларнӑ.
Ку кӑна мар, салонра аслӑ ӳсӗмри тепӗр 3 ҫын пулнӑ: водитель, унӑн упӑшки тата хунямӑшӗ. Водитель хӑй урӑ пулнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑҫ сарӑмсӑр вилнӗ. Пулла кайсан унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 42 минутра унӑн виллине ҫав тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсем асӑрханӑ, кӗлеткене ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 1956 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулла кайнӑ, пӗвене тетел карнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл тетелпе ҫыхланса ларнӑ та путнӑ.
Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Сӑмах май, шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 32 ҫын путса вилнӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртнӗ, вӑйлӑ ҫил тухса кайнӑ хыҫҫӑн 11 районти 33 ял ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫутҫанталӑка пула 2763 ҫуртра ҫутӑ сӳнсе ларнӑ.
Пӑрачкав салинче, тӗслӗхрен, Сад урамӗнче йывӑҫ ӳксе ҫутӑ пӑралукне татса пӑрахнӑ, Яшин урамӗнче трансформатор подстанцине аҫа ҫапнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти 12 урам ҫутӑсӑр юлнӑ.
Паянхи, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи, ир тӗлне Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи 14 ялта ҫутӑ пулман. Вӗсенчи 1244 ҫуртра ҫынсем электричествӑсӑр лараҫҫӗ. Ҫутӑ парассине кӑнтӑрла тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче те аслатиллӗ ҫумӑр, вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑн республикӑри хӑш-пӗр вырӑнта ҫутӑ сӳнсе ларнӑччӗ. Ун чухне 17 пин ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андреев Филипп Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шапошников Вячеслав Иванович, вырӑс сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Герольд Константинович, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх университетне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |